Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машина номерне хуплакан хатӗрсемпе усă курнăшăн правасăр тăрса юлма пулать

Раççей Президенчӗ Владимир Путин машина номерӗсене хуплакан хатӗрсемпе усă курнăшăн çулталăкран тытăнса çулталăк та ултă уйăха правасăр хăварни çинчен калакан закона алă пуснă. Документа право информацин порталӗнче пичетленӗ. Улшăнусене РФ КоАП кӗртнӗ.

Закона йышăниччен машинăпа номерсӗр тата унăн номерне хупласа çӳренӗшӗн водительсене 5000 штраф панă е пӗр уйăхран тытăнса виçӗ уйăх таран правасăр хăварнă.

Юлашки вăхăтра йӗркене пăсакансем нумайланса пынине пӗлтерет ШӖМ. Пилӗк çул хушшинче ятарлă хатӗрсемпе машина номерне хуплакансен шучӗ 1,5 хут ӳснӗ. 2018 çулта çул çинче 70 567 çынна тытнă пулсан, 2023 çулта вӗсен шучӗ 111 261-е çитнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нарушение пдд