Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Метеорсем» çула тухаççӗ

Çитес çулсенче Раççейре çӗршыври юханшывсем тăрăх Совет самани вăхăтӗнчи пекех пассажирсене турттарма тытăнӗç. Çак кунсенче РФ Президенчӗ Владимир Путин 2035 çулччен шыв-шур тăрăх пассажирсене турттаракан сеть туса хума хушнă.

Шыв-шур тăрăх пассажирсене турттарассишӗн яваплă министрсен вара васкамалла, кăçал декабрь уйăхӗчченех тӗп ыйтусене пăхса тухма ӗлкӗрмелле вӗсен. Тӗрӗссипе, пăр тапраннă тесен те юрать. Атăлçи тăрăхӗнчи регионсем – Тутарстан, Чăваш Ен, Марий Эл, Самарăпа Ульяновск – пӗлтӗрех пӗрлехи «Аслă Атăл çулӗ» туризм проектне алă пуснă.Унпа килӗшӳллӗн, регионсем хушшинче шыв-шурпа пассажирсене турттарма йышăннă. Хальхи вăхăтра юханшывсен хăйне евӗрлӗхне шута илсе вӗсем ăçта «Метеорсем», ăçта «Валдай» пек кимӗ-карапсене ярассине шутлаççӗ. Шупашкартан Хусана, тӗсӗхрен, «Валдай» çӳрет те ӗнтӗ, «Метеорсем» Кама хумӗсене сиреççӗ. Мускавра вара электрокимӗ-карапсем çӳреме тытăннă. ( И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество