Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Минтимер Шаймиев православи тӗнӗпе пурăнакансене Хусан Турă Амăшӗн Кунӗпе саламланă

Тутарстанăн Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев христиансене Хусан çӗрӗн чи паллă уявӗпе – Таса Турă Амăшӗн турăшне тупнăранпа 443 çул çитнипе саламланă.

Паян пиншер ӗненекен Хусан Кремлӗнчи Пăлхавăшни соборӗ патӗнчен Хусан Турă Амăшӗн турăшне тупнă вырăна çити хӗрес çулне утса иртнӗ. Республикăри тӗп храмра литурги иртнӗ хыççăн Минтимер Шаймиев православи духовенстви тата прихожансене чунтан уяв ячӗпе саламланă.

«Шăп çулталăк каялла эпир историлле пулăма хутшăнтăмăр – ку вăл Хусан Турă Амăшӗн çӗнӗрен туса лартнă соборне святить туни. Паян çак сăваплă храм ӗненекенсемпе тата тӗн çыннисемпе тулли. Эпӗ сире пурне те çак папллă пулăмпа саламлатăп. Ку сирӗншӗн питӗ савăнăçлă тата пӗлтерӗшлӗ уяв», - чӗнсе каланă храма пухăннă çынсене Тутарстанăн Патшалăх Канашçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев