Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин «Ылтăн кӗркунне — 2026» Раççей агропромышленность куравӗнче Тутарстан Республикин стендне çитсе курнă. Республикăн агропромышленность комплексӗн тӗп экономика кăтартăвӗсемпе ăна Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов паллаштарнă.
«Ылтăн кӗркунне» курав АПК сферинчи тӗп ӗçлӗ пулăмсенчен пӗри шутланать. Ун шайӗнче ял хуçалăхӗнчи çитӗнӳсемпе регионсем, техника, тӗрлӗ им-çам кăларакан компанисем, наукăпа аналитика центрӗсем паллаштараççӗ. Мероприяти яланхи пекех Мускаври Тимирязев центрӗнче иртет.
Тутарстан стендне Раççей Правительствин председателӗ, Раççей Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Патрушев тата Раççей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут пӑхса тухнă. Тутарстанра тӗлпулăва ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров хутшăннă.
Тутарстанран курава сӗт, аш-какай, кондитер продукцине туса илекенсем хутшăннă. Унсăр пуçне кунта республикăн АПК сферинчи вӗренӳ программисемпе тата инноваци проекчӗсемпе паллашма пулать.
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, Тутарстан — ял хуçалăх производствин çӗршыв лидерӗсенчен пӗри. Сӗт сăвассипе республика Раççейре пӗрремӗш вырăн йышăнать — пӗлтӗр 2 миллион та 385 пин тонна суса илнӗ. Çавăн пекех Тутарстан çӗрулми пуçтарассипе иккӗмӗш вырăнта — пӗлтӗр 1 миллион тонна пухнă. Республика хăйне тӗп апат-çимӗçпе туллин тивӗçтерет. Экспорта та пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çапла, халяль продукцине паян Тутарстанран тӗнчери 49 çӗршыва ăсатаççӗ. Рустам Минниханов çӗршыв ертӳлӗхне пулăшнăшăн тав тунă.
Михаил Мишустин Тутарстан яланхиллех çӗршыври чылай позиципе чи хастар регион пулнине палăртнă. Ку питӗ лайăх кăтарту, тенӗ вăл тата Рустам Миннихановăн ку сферăри профессионализмне уйрăммăн палăртнă. Правительство председателӗ генетикăпа вăрлăх ӗрчетессин пӗлтерӗшне палăртнă, Тутарстан ку енӗпе пысăк çитӗнӳсем тума, Раççей Президенчӗ çӗршыв умне лартнă мӗнпур тӗллеве пурнăçа кӗртме пултарасса шанинне пӗлтернӗ.
Кăçал пӗрремӗш хут «Ылтăн кӗркунне» куравра харăсах икӗ экспозици йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшне специалистсем валли хатӗрленӗ, вăл регионсен, агротехникăпа оборудовани туса кăларакансен çитӗнӗвӗсемпе, çавăн пекех агропромышленность секторӗпе ăратлă хуçалăхсем валли инновациллӗ йышăнусемпе паллаштарать. Иккӗмӗш экспозицие анлăрах аудитори валли йӗркеленӗ. Тӗп экспозицире Раççей Федерацийӗн 19 субъекчӗн тата 51 организацин стендӗсене тăратнă.
Нет комментариев