Мурманскра чăвашсем Акатуй ирттерсе тӗрлӗ халăх çыннисене пухрӗç хăйсен тавра
Июнӗн 3-мӗшӗнче «Чувашский край» Чăваш культура обществи тăрăшнипе тата Мурманск облаçӗн Çурçӗрти сахал йышлă халăхсен тата нацисен хушшинчи килӗштерсе ӗçлес центрӗ тӗрев панипе Раççейӗн çурçӗрӗнче Акатуй иртрӗ.
Мурманск облаçӗн Туслăх Çуртӗнче хăнасене чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа тата сăрапа кӗтсе илчӗç. Кунта пурăнакан тӗрлӗ халăх çыннисем хутшăнчӗç Акатуя – вырăссем, саамсем, белоруссем, украинсем, тутарсем, нимӗçсем, кăркăссем тата Мурманск облаçӗнчи пӗртен-пӗр яппун хӗрарăмӗ те.
Пухăннисене кунти чăвашсен пӗрлӗхӗн хисеплӗ пайташӗ Валерий Осипов, Мурманск облаçӗн Думин депутачӗ Михаил Белошеев, «Туслăх Çурчӗ» проектăн координаторӗ Ольга Люткевич саламларӗç.
Наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем пултарулăх номерӗсем хатӗрленӗ. Мурманскри Туслăх Çурчӗн хăтлă залӗнче чăвашла, вырăсла, тутарла, украинла юрăсем шăранчӗç, кăркăссен варганӗ – темир-комуз – янăрарӗ. «Акатуй» чăваш, «Джерела» украин, «Северная станица» казак юрă ансамблӗсем, «Polar Light Dancers» ташă коллективӗ хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.
Акатуй, паллах, вăйăсемсӗр иртмест. Хӗрарăмсем кӗвентепе витре йăтса ăмăртрӗç, арçынсем канат туртса вăй виçрӗç. Тутăрпа выляни, автансен кӗрешӗвӗ, пилоткăпа ташлани уява илемлетрӗç.
Юлашкинчен «Акатуй» ансамбльпе пӗрле пурте «Тăванлăх юрри» юрларӗç.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев