Мускавра Пӗтӗм Раççейри чăвашсен Акатуйӗ иртнӗ
Çӗршывра пурăнакан чăвашсене пӗрлештерекен уяв июлӗн 6-мӗшӗнче ВДНХ-ра пулнă. Ăна кăçал Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине, Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин тата Чăваш Енре Çӗнтерӳпе патриотизм çулталăкӗ пулнине халалланă. Акатуй июлӗн 3-6-мӗшӗсенче Раççейӗн тӗп хулинче «Халăхсен Туслăхӗ» фестивале хупакан мероприяти пулнă.
Уяв пуçланас умӗн Чăваш Ен Мускавран ятарлă çар операцийӗн зонине гуманитари пулăшăвӗн черетлӗ тиевне ăсатнă. СВОăна хутшăнакансем валли салтаксем ыйтнипе «Нива» автомашинăсем, дронсем, тепловизорсем, сигнал вăйлатакан оборудованисем тата ытти кирлӗ япаласене леçнӗ.
Акатуй ВДНХан тӗп арки умӗнчен «Халăхсен Туслăх» фонтанӗ патне пӗрле утнинчен тата тӗп программа иртекен фонтан тавра карталанса юрланинчен пуçланнă.
Мероприятин официаллă пайне Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев уçнă.
«Паян Чăваш халăхӗ Раççей Федерацийӗн мӗнпур халăхне хăйӗн йăлана кӗнӗ наци уявӗпе Акатуйпа паллаштарать. Тӗрлӗ халăх, наци уявӗн хăнисем вăйă картине тухса пӗрлӗхре пулнине çирӗплетрӗç. Раççей Президенчӗ Владимир Путин пӗрлӗхре, туслă килӗштерсе ӗçлесе пурăнмалли пирки тăтăшах калать. Ун сăмахӗсемпе кашни халăхăн хăйнеевӗрлӗхне упрамалла, çав вăхăтрах Раççей халăхӗсен ӗмӗрсем хушши йӗркеленнӗ пӗрлӗхне, туслăхне хаклама, упрама вӗренмелле», – тенӗ Олег Николаев.

Уява килекенсене РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗçлекен комитечӗн ертӳçи Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант саламланă. Хисеплӗ хăнасем хушшинче СССР космонавчӗсен Андриян Николаевăн тата Валентина Терешкован хӗрӗ Елена Терешкова, паллă театрпа кино актерӗ Михаил Гущин пулнă.
Мероприяти шайӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Раççей Геройне Тутарстан Республикинче Теччӗ районӗнче Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ подполковника Михаил Николаевич Марцева «Чăваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» ят панă.

Яланхи пекех Мускавра чăвашсен хаваслă юрри-кӗвви янăранă, спорт мероприятийӗсем иртнӗ, пысăк хисепе тивӗçнисене тав тунă.
Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев