Федераллă налог службин Тутарстанри управленийӗн МАКС мессенджерта «Все о налогах В Татарстане/ УФНС России по Республике Татарстан» официаллă каналӗ ӗçлеме пуçланă.
Каналта управленин «Вконтакте» тата «Одноклассники» официаллă ушкăнӗсен страницисем пекех налогпа çыхăннă пур информацие пӗр вырăна пухнă. Унта çӗнӗ законсене е улшăнусене оперативлă пӗлтерсе тăрӗç, экспертсен комментарийӗсемпе паллаштарӗç, вебинарсен, семинарсен, уçă алăксен кунӗсене тата мобильлӗ налог офисӗсен ӗç вăхăтне вырнаçтарӗç, управленин ертӳçисемпе интервьюсем пулӗç.
Канала çак ссылкăпа хутшăнма пулать.
Нет комментариев