Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Налук тӳлеме вăхăт çитрӗ

2024 çулта пӗтӗмӗшле куçман пурлăхшăн 9,6 миллиард тенкӗ налук тӳлемеллине пӗлтерет ТР Финанс министертсвин пресс-служби.

Ведомствă пӗлтернӗ тăрăх тӳленӗ налук республика бюджетне вăхăтлă çитсен республика йӗртӳçисене планласа хунă тăкаксене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме пулăшать.

«Транспорт налукӗ пӗтӗмпех Тутарстан Республикин Ҫул-йӗр фондне куçать, куçман пурлӑхшăн тата ҫӗршӗн налук — вырӑнти бюджетсен пӗлтерӗшлӗ статйи», – пӗлтернӗ ТР Финанс министерстви.

Ҫавӑн пекех налук органӗсем сентябрьтен тӗрлӗ налук (транспорт, ҫӗршӗн тата куçман пурлӑхшăн)  тӳлемелли ҫинчен калакан уведомленисене яма тытӑннине те каласа хăварнă.

Уведомленисем налог тӳлекенӗн тата Патшалăх услугисен порталӗнчи харпӑр кабинетне электронлă майпа е почтӑ урлă (электронлă  сервиссемпе ҫыхӑнтарманнисем валли) ҫырупа килеҫҫӗ.

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче налуксене вӑхӑтра тӳлес тӗллевпе –  2024 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗччен ТР Финанс  министерствинче  федераллӑ налук службин Управленийӗн представителӗсемпе, УФПС «Татарстан почтасы», ТР Нацбанк тата республикӑри чи пысӑк банксен представителӗсемпе канашлу иртттернӗ. Канашлура налук, финанс органӗсен, банксемпе почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсен хушшинчи хутшӑнусене тата пурлӑх налукӗсене тӳлессипе ҫыхӑннӑ мероприятисен пӗрлехи планне сӳтсе явнă. Ҫавӑн пекех кашни эрнере налук уведомленийӗсене ярассипе, илессипе, тӳлессипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт сӳтсе явма мониторинг ирттерме палăртнă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: налоги