Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Мускаври Тӗп клиника больницинче Михаил Горбачев вилсе кайнӑ

Ун ячӗпе эпир Совет Союзӗ арканнине çыхăнтаратпăр, нумайăшӗ çак ӗçре айăплаççӗ те. Мӗнле пур – çавăн пек ӗнтӗ. Хӗрлӗ ялавлă çӗршывăн пӗрремӗш тата юлашки президенчӗ пирӗн патшалăх ертӳçисенчен пуринчен те нумай пурăнчӗ.

Вăл 1931 çулхи мартăн 2-мӗшӗнче Çурçӗр Кавказ крайӗн Медвежевский районӗнчи Привольное ялӗнче çуралнă. 1955 çулта Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалăх университечӗн юридици факультетне пӗтерет. 1967 çулта Ставропольти ял хуçалăх институтне. КПСС ретне 1952 çулта тăрать, 1971 çултан Тӗп Комитет членӗ пулнă. 1985 çулта Константин Черненко вилнӗ хыççăн ăна ЦК КПСС генеральнăй секретарьне суйлаççӗ. 1990 çулхи март уйăхӗнче вăл СССР-ăн пӗрремӗш президенчӗ пулса тăрать, 1991 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче çак ӗçрен тухать.

Президент ӗçне пăрахсан общество ӗçӗпе тата литературăпа аппаланать. Михаил Горбачева 1990 çулта миршӗн Нобель премине параççӗ. Пирӗн çӗршывра нумайăшӗ çакна Совет Союзне аркатнăшăн панă тесе хаклать. Ватă пулсан та (92-ке кайнă пулнă), халăх ăна «çӗршыва пӗтернӗшӗн» каçармарӗ.  

Фарит Губаев сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X