Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Пăвара муниципалитет Канашӗн 40-мӗш сессийӗ иртнӗ

Унта 2022 çулхи социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пăхса тухнă

2022 çул пӗтӗмлетӗвӗсем çинчен Пăва муниципаллă район пуçлăхӗ Ранис Камартдинов доклад тунă. Вăл 2023 çулхи плансемпе те паллаштарнă.   
Ларăва правительствăран  ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров хутшăннă. Вăл районти агропромышленность комплексӗ тата ял территорийӗсем аталанмалли приоритетлă çулсем çинчен пӗтӗмлетӳ доклачӗ тунă. Ял тăрăхӗсен тӗп тӗллевӗ халăха упрасси, çынсен сывлăхне тата тăнăçлăхне хӳтӗлесси. 
Канашлура, йăла тăрăх, ӗçре çитӗнӳсем тунă район çыннисене патшалăх наградисем парса чысланă. Нумай çул района ăнăçлă ертсе пынă Марат Зяббарова Пăва районӗн хальхи пуçлăхӗ Ранис Камартдинов «Пăва муниципаллă районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята парса чысланă.  

«Ялав» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев