Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер тӳрех икӗ районăн пуçлăхӗсем отставкăна кайнă

Пӗрлехи суйлав кунӗ умӗн çакнашкал рокировкăсем тăвакан марччӗ пирӗн влаçсем

Рыбно-Слободски районӗнч пуçлăхне Ильдар Тазутдинова Чистай районӗнчен тухнă Радик Ислямов улăштарнă. Çарăмсан районӗн ертӳçин Фердинат Давлетшинăн вырăнне маларах вырăнти АТП директорӗн çумӗ пулса ӗçленӗ Рамиль Айбатов ларнă. Пӗрлехи суйлав кунӗ умӗн çакнашкал рокировкăсем тăвакан марччӗ пирӗн влаçсем. Çӳльту районӗн пуçлăхӗ улшăнни – унта чăвашсем çукпа пӗрех пулнăран – пире ытлашши кăсăклантармасть. Çарăмсан районӗн пуçлăхне вара эпир тахçанах пӗлетпӗр.

Çарăмсан райканашӗн черетсӗр сессийӗнче Фердинат Давлетшин депутатсенчен хăйне район пуçлăхӗнчен кăларма ыйтнă. Пухăва Хусантан хутшăннă ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров пӗлтернӗ тăрăх, Давлетшина ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗнче вырăн тупса парӗç. Сафаров ăсанакан главана ТР Президенчӗн указӗпе панă «Дуслык» орденпа чысланă.
Элкел районӗн пуçлăхӗнче ӗçленӗ вăхăтра Фердинат Давлетшин Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай музейне тутарчӗ. Çак района «Звениговский» ял-хуçалăх кооперативӗн ертӳçине Иван Казанкова инвестор пек илсе килни те Фердинат Давлетшинăн тивӗçӗ теççӗ.

Çарăмсан районӗн Ӗçтăвкомӗн çӗнӗ ертӳçи Рамиль Айбатов 53-ре, Беркет-Ключ ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ӗç карьерине вăл вырăнти «Шешма» колхозра тракторист пулса пуçланă.

«Безнен Чирмешэн» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев