Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Хусанта харăсах виçӗ çӗрте Сабантуй иртрӗ

Ӗнерхи çумăрлă çанталăк та Хусанта харăсах виçӗ площадкӑра тутарсен Сабантуй праçникне ирттерме чăрмантараймарӗ. Мирный поселокӗнчи хурӑнлăхра суха уявне Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин Раççей Геройӗпе «Движение первых» правлени председателӗпе Артур Орловпа пӗрле çитсе курчӗç.

Ӗнерхи çумăрлă çанталăк та Хусанта харăсах виçӗ площадкӑра тутарсен Сабантуй праçникне ирттерме чăрмантараймарӗ.  Мирный поселокӗнчи хурӑнлăхра суха уявне Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин Раççей Геройӗпе «Движение первых» правлени председателӗпе Артур Орловпа пӗрле çитсе курчӗç.

Хисеплӗ хăнасем чăн малтан тутар халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштаракан наци кил-картишӗсене пӑхса çаврăнчӗç. Кӑçал уяв мероприятийӗсене Арск, Кукмор, Ешӗлвар,  Рыбно-Слободски, Алексеевски, Пăва, Çӳлту, Заинск, Лайăш,  Нурлатпа Менделеевски районӗсем хутшӑнчӗç.

Килкартисене пӑхса çаврӑннӑ вӑхӑтра Рустам Минниханов Атӑлçи тӑрӑхӗнче пурăнакан халӑхсен çемйисемпе тӗл пулчӗ, агропромышленность комплексӗн передовикӗсемпе калаçса илчӗ, СВО хутшăннисемпе калаçрӗ. Хӑнасем наци вӑййисемпе те хаваспах паллашрӗç, ал ӗç тата декоративлӑ-прикладной искусствăн мастер-класӗсемпе кăсăкланчӗç.

Уява хутшӑнакансемпе хӑнасене саламланӑ май Рустам Минниханов Сабантуй республикӑра юратнӑ уявсенчен пӗри пулнине, ӑна кашни ялтах тенӗ пек паллӑ тунине палӑртрӗ. «Сире хамӑрӑн юратнӑ уявпа – сухапуç кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен çӑкӑртан асли çук. Паян пирӗнпе пӗрле муниципалитет пуçлӑхӗсем уявлаççӗ. Кил-картишсем аван. Пирӗнпе пӗрле артистсем, спортсменсем тата чи пӗлтерӗшли – туссем. Республикӑмăрăн тӗп хулинче курма сире питӗ хавас. Сабантуй пирӗн кашни ялта, кашни районта, кашни хулара иртет. Вӗçлекенни ялан Хусанта иртет», –  терӗ Тутарстан Раисӗ.

Рустам Минниханов хăй сăмахӗнче çак кунсенче Хусанта питӗ те  пӗлтерӗшлӗ мероприяти – Раççей – АСЕАН саммит иртнине аса илчӗ. Вӑл хула мэрне тата унӑн командине мероприятисене пысӑк шайра йӗркеленӗшӗн тав турӗ.

Хусан мэрӗ Ильсур Метшин Сабантуй уявӗ хулашӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа Сабантуя пӗрле ирттерме килнӗ  районсене тав турӗ, вӗсем пысăк тӳпе кӗртнине палăртрӗ. «Çак  пин çулран та аслăрах уяв, Хусан пекех ӗнтӗ, çурхи ака ӗçӗсем вӗçленнине сӑнарлать. Эпир хамӑр сӗтелсем çинче çӑкӑр пурришӗн, пӗр пысӑк та туслӑ çемьепе пурӑннипе телейлӗ», –  терӗ хула пуçлӑхӗ.

Раççей Геройӗ, «Движение первых» правлени председателӗ Артур Орлов уява хутшӑнма чӗннӗшӗн тав турӗ. «Сабантуйра пулни маншӑн пысӑк чыс. Раиса республикӑра чăн хаклӑхсемпе  халӑх пӗрлӗхне упраса хӑварнӑшӑн тав тӑватӑп. Уява çитӗнекен ӑру хутшӑнни чи пӗлтерӗшли, мӗншӗн тесен вӗсем çӗршывӑмăрăн пуласлӑхӗ», – терӗ хăна.

Сабантуйра, паллă ӗнтӗ, тӗп вырăнта тӗрлӗ ăмăртусем. Ятарласа хатӗрленӗ спорт лапамӗнче кунӗпех çын татăлмарӗ темелле.   Хусансемпе хула хӑнисем хăйсен вăйне кӗрешӳре, кире пуканӗ йăтассинче, юпа çине хӑпарассинче тата ытти ăмăртура   тӗрӗслерӗç.

Сцена çинче вара 2 пин ытла артист пуçтарăннă халăха савăнтарчӗ. Паллах, Сабантуйăн тӗп геройӗсене – ял хуçалăх ӗçченӗсене чысламасăр май çук. Ӗçре палăрнисене хисеп  хучӗсемпе парнесем парса тав турӗç.

Тата çакна та палăртса хăварас килет. Кăçал пӗрремӗш хут çамрӑксем валли хăйсен площадкине йӗркеленӗччӗ.

Çапла вăхăт-вăхăт чашлаттарса çумăр çуни те хусансемпе килнӗ хăнасене чи юратнă праçникре савăнма чăрмантараймарӗ. Савăнтарчӗ те, ара çумăр çурӗ-тӗк ака уявӗнче – апла тухăç тулăх та пуян пулӗ.

Сăнӳкерчӗк https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Сабантуй 2026