Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатра чăваш ачисен форумне ирттерме хатӗрленеççӗ

Хăш-пӗр пуçлăхсене чăваш ачисен форумне мӗншӗн ирттерме кирлине нумай ăнлантарма тивет. Анчах та Нурлат районӗн ертӳçи Алмаз Ахметшин унпа тӗлпулăва килсен пире чăваш культурин аталанăвӗн пысăк пӗлтерӗшӗ çинчен хăй ăнлантарма тытăнчӗ.

«Кунта тӗп халăхсем виççӗн: вырăс, чăваш, тутар. Ыттисем те пур, анчах та ун пекех нумайăн мар. Тутарпа вырăс чӗлхисем – патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Чăваш чӗлхи ку тӗлӗшӗпе вӗсемпе танлашаймасть. Çак танлăх пултăр тесе эпир районра хамăртан килнине йăлтах тăватпăр. Мӗншӗн тесен пирӗн районра авалтан пурăнакан виçӗ халăх хушшинче ăнланупа туслăх пулсан çеç эпир тăнăçлăхпа килӗшӗве упраса хăвараятпăр». Çавăнпа та Нурлатри ача сачӗсенче чăваш ушкăнӗсене уçрăмăр, Чăваш вырсарни шкулне хута ятăмăр. Чăваш ялӗсенчи шкулсене юсаса çӗнететпӗр, çав шутра чăваш чӗлхин класӗсене те хальхи шая çӗклетпӗр. Ашшӗ-амăшӗсемпе те ӗç илсе пырăнать».

Тӗрӗс калать Алмаз Салихович. Ку ӗçе пӗр енӗпе кăна илсе пырсан, вăл вырăнтан хускалмасть. Системлăн ӗçлемелле. Çавăнпа чăваш вӗренекенӗсен форумне те чи çӳллӗ шайра ирттерме хатӗрленеççӗ нурлатсем. Кăçал вăл «Сувар» хаçат редакцийӗн пуçарăвӗпе иртет. Тăван чӗлхене юратакан ачасене тӗрлӗрен мастер-классем, тӗлпулусем, квестсем кӗтеççӗ. Педагогсен те пӗр-пӗрин хушшинче вӗрентӳри ыйтусене сӳтсе явма май пулать.

Канашлура енсем форум программине тӗплӗн сӳтсе-яврӗç. Аса илтеретпӗр, вăл октябрӗн 28-мӗшӗнче Нурлатра 9.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев