Нурлатри Уяв июлӗн 3-мӗшӗнче пулать
Тепӗр эрне вӗҫӗнче, июлӗн 10-мӗшӗнче нурлатсем Аксури Уява хутшӑнма хатӗрленеҫҫ
Темиҫе ҫул хушши Раҫҫей шайӗнче чӑваш халӑх Уявне ирттернӗ нурлатсем ырӑ йӑлана пӑрахасшӑн мар, район Уявне ҫулсерен тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Район администрацийӗ те вырӑнти чӑвашсене пулӑшать. Кӑҫал Уява Нурлатри аэропорт тӗлӗнчех ирттерме шутланӑ, апла-тӑк, вӑл анлӑрах иртмелле.
Ҫавӑнпа та фольклор ушкӑнӗсен юрри-ташшисӗр пуҫне праҫникре, чӑваш кӗрешӗвӗ, хуткупӑсҫӑсен ӑмӑртӑвӗ, эстрада юрӑҫисен концерчӗ те пулать.
Савӑнӑҫлӑ мешехене хутшӑнакансене 09.00 сехетре пуҫтараҫҫӗ.
Тепӗр эрне вӗҫӗнче, июлӗн 10-мӗшӗнче нурлатсем Аксури Уява хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев