Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Окоп чавнă 12 салтака Теччӗ масарӗсенче пытарнă

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Теччӗ тăрăхӗн таврапӗлӳçисем Ильинское ялӗнче Мирон Наумович Пилиперăн (1900 — 1942) вилтăпри çине палăк лартрӗç

Теччӗ хулинче пурăнакан Анатолий Сергеевич Хохлов таврапӗлӳçе ентешӗсем çӗре çити пуç таймалла. Тăван Çӗньялӗнчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă кашни салтака ăçта пытарнине тăванӗсем пӗлеççӗ халӗ. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă çывăх тăванӗсене шыранă май ентешӗсен кашнин йӗрне тупнă вăл. Çапла майпа Теччӗ тăрăхӗнчи тепӗр 36 салтак «киле таврăннă».

Кунпа кăна вӗçленмен-ха унăн тӗпчевӗ. Республика территорийӗ урлă иртнӗ оборона линийӗн строительствин хронологине документсем тăрăх тунă. Пӗр пытармасăр каласан, 1941 — 1942 çулсенче чавнă окопсен историне Анатолий Сергеевич чухлӗ хальлӗхе никам та тӗпчемен-ха. Вуншар çул архивсенче купи-купипе документ пăхнă вăл. Шел, хатӗр кӗнеки кăна темшӗн халӗ те пичетленеймест-ха.

Анатолий Сергеевич тӗпчевӗсем тăрăх, Тутарстан территорийӗ тăрăх иртнӗ оборона линийӗ пӗтӗмпе 200 километр ытла. Окоп чавма чи нумай çынна явăçтарнă кун вăл — 1941 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗ. Çав кун окоп чавмашкăн Теччӗ районӗнче кăна 24 453 çын тухнă. Теччӗ районӗ урлă иртекенни çарпа хир строительствин 2-мӗш участокӗ (пӗтӗмпе вӗсем 5 пулнă) шутланнă. Вăл Долгая Полянăран пуçласа Бишево ялне çити 54 километр тăсăлнă. Окоп чавма çынсем республикăри 36 районтанах килнӗ.

Шартлама сивӗре иртнӗ йывăр ӗç çухатусемсӗр пулман. Çынсем шăнса пăсăлса е выçăхса вилнӗ. Теччӗ ялӗсенчи масарсенче 12 салтак ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă. Тӗпрен илсен вӗсем 1313 ӗç колоннин тата 8-мӗш сапер бригадин салтакӗсем пулнă. Анатолий Сергеевич кашнин ятне-шывне тупса тăванӗсене шыраттарнă. Шел, хăшӗн тăванӗсем юлман, теприн вăхăт çав тери нумай иртнипе темиçе сыпăкри тăванӗсемшӗн интереслӗ мар.

 

Таврапӗлӳçӗ тăрăшнипе икӗ салтакăн тăванӗсем тупăннă. Пӗлтӗр кӗркунне Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă çыннин Иван Никифорович Герасимовăн (1908 — 1942) мăнукӗ Светлана Иванова мăшăрӗпе тата ывăлӗсемпе Аслă Тăрăма килсе кайнă. Тăванӗн вилтăпри çине лартнă палăкӗ çине асăну хăми вырнаçтарнă.

Ильинское ялӗнче пытарнă 1313 ӗç колоннин салтакӗн Мирон Наумович Пилиперăн (1900 —1942) та тăванӗсем çыхăнăва тухнă. Мăнукӗ Вячеслав Семенович Пилипер паллă скульптор иккен, Мускавра пурăнать.   Апрелӗн 26-мӗшӗнче А. С. Хохлов Теччӗ тăрăхӗн ытти таврапӗлӳçисемпе О. Н. Евсеевпа, А. А. Борисовпа пӗрле Мирон Наумович Пилиперăн вилтăпри çине палăк лартрӗç. Мускавра пурăнакан мăнукӗ аслашшӗн вилтăпри çине хальлӗхе çитеймен-ха, çулла килме хатӗрленет. Аслашшӗн вилтăприне тупма пулăшнăшăн, ун çине палăк лартнăшăн теччӗсене чӗререн тав тăвать. 

Окоп чавса ӗмӗрӗ татăлнă тепӗр 10 салтакăн тăванӗсем те, тен, тупăнӗç-ха. Вӗсене те асра тытакансем, шыракансем пурах ӗнтӗ.
(А.Хохлов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество