Октябрӗн 2-8-мӗшӗсенче Раççейре Учитель эрни иртет
Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗн чи пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ пулать вăл. Çав кунсенче Пӗтӗм Раççейри профессилле конкурссен çӗнтерӳçисемпе призерӗсене чыслаççӗ. Класс ертӳçисен форумӗ тата Ял учителӗсен съезчӗ иртеççӗ.
«Çулленхи Учительсен эрни учительсен, вӗрентӳ системинче ӗçлекенсен пурнăçӗнче питӗ интереслӗ пулăм. Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗнче унăн программи вӗрентӗвӗн кашни шайне – учительсене, воспитательсене, шкул директорӗсене, воспитани канашçисене, производство маçтăрӗсене, преподавательсемпе аслă шкулсен студенчӗсене, кашни регионти наставниксене – пырса тивет», – тенӗ кун пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.
Учительсен эрни Профессиллӗ вăтам пӗлӳ кунӗнче, октябрӗн 2-мӗшӗнче, Тула хулинче пуçланать. Ыран унта «Çулталăк маçтăрӗ» профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан педагогсен конкурсне пӗтӗмлетеççӗ. Мускаври метрора вара эрнипех «Учитель – Çӗр çинчи тӗп професси» ятарлă поезд çӳрет. Октябрӗн 5-мӗшӗнче Мускав Кремлӗн керменӗнче «Çулталăк учителӗ», «Çулталăк директорӗ», «Çулталăк воспитателӗ» тата ытти конкурссен çӗнтерӳçисене чыслаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат учителӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев