Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Oнлайн-конкурс вӗçлениччен вăхăт нумай та юлмарӗ

Унта хутшăнас текен пикесен сăнӳкерчӗкӗсене, пултарулăх номерне тата хăйпе паллаштаракан видеороликсене кăçалхи мартăн 1-мӗшӗччен çеç йышăнатпăр

Kонкурс условийӗсене аса илтеретпӗр.

1. Сăнӳкерчӗксемпе видеороликсене suvar@mail.ru электронлă адрес çине е 8 917 907-68-81 телефон номерӗ çине, е​ хаçатăн Вконтактери https://vk.com/suvargazeta аккаунтне ярса памалла.
2. Анкета ярса памалла. Унта ят, ашшӗ ятне, хушамат, хăçан çуралнине, хăш районтан пулнине кăтартмалла.
3. Портрет тата пӳ çӳллӗшпех ӳкернӗ сăнӳкерчӗк ярса памалла.
4. Хăвăрпа паллаштарса кӗске видео ямалла (визитка).
5. Творчествăлла номерпе видео ӳкерсе ямалла (юрă е ташă, сăвă е ытти пултарулăхпа) – 8 917 907-68-81 телефон номерӗ çине.
6. Конкурсанткăсен сăнӳкерчӗкӗсене анкетăпа пӗрле «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр.
7. Пултарулăх номерӗсемпе видеосене хаçатăн социаллă сечӗсенчи страницисене тата Телеграм канала вырнаçтаратпăр.
8. 2021 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче жюри пайташӗсем çӗнтерӳçе суйлаççӗ.
9. «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗпе килӗшӳ тунă тăрăх, организаци «Сувар пикисӗр» пуçне хăйне килӗшнӗ пикесене​ суйласа илет.
10. Онлайн-конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсене «Сувар» хаçатăн сайтӗнче, социаллă сетьсенчи аккаунтсенче пӗлтерӗпӗр. ​

Парнесем
1. «Сувар пики» çӗнтерӳçи «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хутшăнма тата спонсор парнине тивӗçет.
2. 2 тата 3-мӗш вырăна тивӗçнисене спонсорсенчен парне тата «Сувар» хаçата тӳлевсӗр çырăнтаратпăр. ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев