Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапаллă пулать

• Çӗртме уйăхӗн 9-мӗшӗ – Федор. Хӗвел тухнă чухнех питӗ пăчă – çывăх вăхăтра çумăр çăвать.

 • Çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗ – Никита. Ку кун лăпкă-тăк – кӗркунне тулăх тухăç пухса илме хатӗрлен. 

 • Çӗртме уйăхӗн 11-мӗшӗ – Феодосия. Ыраш лайăх ӳсет пулсан кăмпа та ăнать. Çумăр хыççăнах вăйлă çил вӗрет-тӗк – çанталăк нумайлăха пăсăлать. Пыл хурчӗсем вӗллисем патне хăвăрт вӗçеççӗ – çанталăк пăсăласса.

 • Çӗртме уйăхӗн 12-мӗшӗ – Исаакий. Çӗленсен праçникӗ. Эрешмен карта карать-тӗк – кӗç çанталăк улшăнать. Çак кун шăлан чечекре пулсан хӗл хаяр пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗ – Еремей. Çак кун çумăр çусан тухăç япăх пулать теççӗ. Каçалапа сывлăм ӳкмесен – ыран çумăр çăвасса.

• Çӗртме уйăхӗн 14-мӗшӗ – Устин тата Харитон. Çил хӗвеланăçӗнчен вӗрет-тӗк – çанталăк пăсăласса. Кăткăсем хăйсен тӗмӗ тавра йышлăн çӳреççӗ-тӗк – аван çанталăка. 

• Çӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗ – Никифор. Çерçисем пӗр-пӗринпе çапăçаççӗ, ашкăнаççӗ-тӗк – çанталăк аванланать. Хӗвел каçалапа пӗлӗтсен хыçне пытансан – çумăра.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы