Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян хирте ӗçлеме юрамасть

Утă уйăхӗн 28-мӗшӗ – Кирик тата Улита. Çăка çулçисем саралма пуçланă – çуллахи çанталăк вăрахчен тăрӗ. Çӗнӗ ӗç пуçлани ăнмасть.

• Утă уйăхӗн 29-мӗшӗ – Афиноген. Кайăксем майӗпен юрлама пăрахса пыраççӗ. Каçсем сивӗрех пулма тытăнаççӗ.

• Утă уйăхӗн 30-мӗшӗ – Марина тата Лазарь. Çак кун аслати авăтсан кӗркунне çумăрлă, хӗлле вара тăманлă пулать. Шăрăх та типӗ кун – хӗлле юр сахал çăвать, сивӗ пулать. 

• Утă уйăхӗн 31-мӗшӗ – Емельян. Шăрăх-тăк, декабрьте сивӗ пулать. Хурăн çулçисем йывăçăн тăрринчен саралма пуçласан – кӗркунне ир пулать. Çак кун качча кайма юрамасть. Ку кун çуралнă ача телейлӗ пулать.

• Çурла уйăхӗн 1-мӗшӗ – Макрида. Ку кун çумăр çуни – кӗркунне йӗпе-сапаллă пуласса. Çурла уйăхӗн пӗрремӗш кунӗ типӗ-тӗк – çакăн пек кунсем тата нумай пулаççӗ. Çак кун питӗ шăрăх-тăк – кӗркунне «карчăк ăшши» вăраха тăсăлӗ.

• Çурла уйăхӗн 2-мӗшӗ – Илья. Çак кун çумăр çусан çитес çул тырпул ăнса пулать. Шăрăх-тăк – хӗл вăрăма тăсăлать. Ку кун ӗçлеме юрамасть, уйрăмах хирте. Кун 2 сехете чакнă. 

• Çурла уйăхӗн 3-мӗшӗ – Онисим, Семен. Аслати авăтсан кӗр вăраха тăсăлать. Кăткă тӗмисем çинче кăткă нумай – хӗл сивӗ пуласса. Çак кун çуралнă çыннăн талисманӗ – хӗвелçаврăнăш.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы