Патăрьелӗнче Хусан шулӗкне тытнă
Чăваш Енри Патăрьелӗнче çак кунсенче вырăнти участковăй «Тăванăр инкеке лекнӗ» схемăпа ӗçлекен шулӗке банкомат урлă укçа куçарма хăтланнă вăхăтра тытса чарнă, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби. Вăл 19-ти Хусан çамрăкӗ-мӗн.
Мартăн 8-мӗшӗнче пӗр пенсионеркăна следователь ятӗнчен шăнкăравласа унăн пӗр тăванӗн хӗрӗ çул çинче авари тунине, яваплăха «çемçетмешкӗн» курьертан 400 пин тенкӗ парса ямаллине каланă. Пенсионерка çапла тунă та, тульккăш темшӗн тăванне курьер кайнă хыççăн кăна шăнкăравлама шутланă вăл. Лешӗ килтех пулнине каласан, хăйне улталаннине тавçăрса илнӗ те полицине пӗлтернӗ. Юрать-ха, курьерăн паллисене астуса юлнă хăй. Ун тăрăх тытнă та шулӗке. Укçана хӗрарăма веçех тавăрса панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев