Паттӑрлӑхпа ырӑ ӗҫсемшӗн преми илме заявкӑсене ноябрӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Паттӑрлӑхпа ырӑ ӗҫсемшӗн преми илме заявкӑсене ноябрӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ

Тутарстанра «Герои Нашего Времени. Память поколений» республика премине илме заявкăсем йышăнма пуçланă. Çак наградăна республикăра пурăнакансене паттăрла ӗçсемшӗн, гражданла хастар позицишӗн тата Тутарстан аталанăвне тӳпе хывнăшăн параççӗ.

Фото: пресс-служба ТРО ВОО «Молодая гвардия Единой России»Премие çынсене çăлнă, волонтёрта ӗçлекен, вӗренӳре, наукăра, спортра, культурăра е ытти сферăсенче çитӗнӳсем тунă ачасем е  аслисем тивӗçме пултараççӗ. Ӗçри çитӗнӳсемшӗн тата ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнăшăн уйрăм номинацисем пăхса хăварнă.

Кăçал наградăна  тăватă номинаципе илме пулать:

  • «Юный Герой» — паттăрла ӗçсем тунă ачасем валли;
  • «Герои Нашего Времени»  — паттăрла ӗçсем тунă аслă çултисем валли;
  • «Трудовая доблесть поколений»  — Тутарстан промышленностьне аталантарма уйрăм тӳпе хывнисем валли;
  • «Помощь фронту» — ДНР, ЛНР, Курск, Запорожье тата Херсон облаçӗсене гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатма хутшăнакан организацисем, власть органӗсем, вӗренӳ заведенийӗсем тата волонтерсем валли.

Премие хутшăнакан  çул çитменнисем валли Пӗчӗк паттăрсен форумне ирттерме палăртнă.  Унта паттăрла ӗçсем тунă ачасем, çамрăк спортсменсем, олимпиадăсен, конкурсӗсен çӗнтерӳçисем хутшăнӗç. Вӗсем валли вӗренӳ, культура тата патриотизм мероприятийӗсем хатӗрлӗç.

Заявкăсене ноябрӗн 10-мӗшӗччен йышăнаççӗ. 

 


премия Герои Нашего Времени

Нет комментариев