Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче сăвă уявне хатӗрленеççӗ
Поэтсем нумай Тăхăрьялта
Июнӗн 5-мӗшӗнче Тăхăрьялта «Поэзи кунне» ирттереççӗ. Вăл яланхи пекех Пӳркелӗнчи Иван Юркинăн çурт-музейӗнче пулать. Сăвăçсен уявне чăвашла, тутарла, вырăсла сăвă-поэма çыракансем, сăвă вулама, итлеме юратакансем пухăнаççӗ. Вӗсем «Тăхăрьял» альманахăн черетлӗ 18-мӗш кăларăмне хăтлӗç. Çак литература журналне Пӳркелӗнчи ял библиотеки пухса хатӗрлет.
Савăнăçлă мешехе 10.00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев