Çăмăл машинăсем тиенӗ пысăк фурăн сасартăк тормозӗ ӗçлеме пăрахнипе вăл çурт çине пырса тăрăннă.
Пăва районӗнчи ял урлă иртекен Ульяновск-Хусан çул çинче ноябрӗн 10-мӗшӗнче чутах пысăк инкек пулайман. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, аварин сăлтавӗ – тиевлӗ машинăн тормозӗ ӗçлеме пăрахни.Машина чарăнса ӗлкӗрейменнипе çул хӗрринчи харпăр çурт çине пырса тăрăннă. Телее, аманнисемпе вилекенсем çук. Çурт та темех ванманнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
Нет комментариев