Хӗрес çулӗ Хусан Кремлӗнчи Пăлхавăшни соборӗнчен пуçланнă
Ятарласа çак уява паллă тума Хусана Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен тата çӗршыври ытти хуласенчен хăнасем килсе çитнӗ. Çавăн пекех Белорусь патриарши экзархӗ Вениамин, тата Вырăс Православи Чиркӗвӗн иерархӗсем те хутшăннă уява.
Малтан Тутарстан митрополичӗ Кирилл Турă Амăшӗн турăшӗ умӗнче кӗлӗ вуланă. Ун хыççăн ӗненекенсем Хусан Турă Амăшӗн турăшне тупнă вырăн патне çул тытнă. Ку вăл Крестовоздвиженски храмӗ.
Нет комментариев