Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗчӗк пулсан та... Хусана хăрушă нăрă çитнӗ

Вăл ниме те тиркемест, чечеке те, йывăç-тӗме те, теплицăри ӳсен-тăрана та. Кунсăр пуçне вăл çын сывлăхӗшӗн хăрушă чирсене те сарма пултарать.

Хусанта нумай пулмасть уçăлнă çӗнӗ Castorama гипермаркетра Калифорни трипсисӗпе чирлӗ хризантемăсене асăрханă. Партие сутлăхран илнине хыпарлать Россельхознадзорăн пресс-служби. Нăрă ытла та пӗчӗккипе ăна тӳрех асăрхама та çук иккен. Вăл ниме те тиркемест, чечеке те, йывăç-тӗме те, теплицăри ӳсен-тăрана та. Кунсăр пуçне вăл çын сывлăхӗшӗн хăрушă чирсене те сарма пултарать.

Хальхи вăхăтра 260 хризантемăна лабораторие ăсатнă. Экспертиза кăтартнă тăрăх, вӗсенчен 12-шӗнче чăнах та хăрушă сăтăрçă пуррине асăрханă. Нăрăпа кӗрешмелли пӗртен пӗр лайăх мел кăна, вăл – ӳсен-тăрана çунтарасси. Хусанта çак ӗçе специалистсем тӗрӗслесе тăрса пурнăçлаттарӗç


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство