Пилотсăр системăсен çарне набор пуçланчӗ
2026 çул валли Пилотсăр системăсен çарне контрактпа службăна каймашкăн набор пуçланчӗ. Унта 18 – 45 çулсенчи, сывлăхпа А тата Б категориллисене илеççӗ. Контрактăн çак тата ытти условийӗсем çинчен паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Хусанти контрактпа çар службине илекен пунктăн ертӳçи Андрей Козлов пӗлтерчӗ.
Спикер сăмахӗсем тăрăх, пункт ятарлă çар операцийӗн подразделенийӗсене, Африка корпусне контрактпа каякансене суйласа илес ӗçе малалла тăсать. Анчах хальхи вăхăтра Оборона министерстви вӗсен умне çӗнӗ задача лартнă. Тин кăна йӗркеленекен Пилотсăр системăсен çарӗ (сăмах кунта сывлăшпа вӗçекен, çӗрпе шăвакан, шывра ишекен пилотсăр системăсен операторӗсене пӗрлехи системăна пӗрлештересси пирки пырать) валли харпăр состав пухмалла.
Çӗнӗ çара илмелли контракт условийӗсене анлăлатнă, вӗсем ытти çарсеннинчен уйрăлса тăраççӗ. Паллă ӗнтӗ, суйлав та çирӗп. Пӗрремӗшӗнчен, ку çара 1 тата ытларах çула кайма çырнă контракт вӗçленсен, çартан кайма ирӗк пур. Иккӗмӗшӗнчен, Оборона министерствин центрӗсенче е БПЛА кăларакан заводсенче икӗ уйăхлăх вӗрентӳ иртмелле. Çитменнине кăмăл пур кашни çынах та лекеймест ку çара. Условипе кандидатăн 18 – 45 çулта, сывлăх енчен А тата Б категориллӗ, ӳт-пӳ хăнăхăвӗллӗ пулмалла тата профессиллӗ психологи тӗрӗслевне иртмелле.
Чăн малтан çарта пулнине, техника тата авиаци пӗлӗвӗ пуррине, вӗрентӳ заведенийӗсенчен тин кăна вӗренсе тухнине тата дронсемпе ӗçленӗ опыт пуррине пăхаççӗ. Ку кăна та мар-ха, асăннă çар валли кандидата юрăхлипе юрăхлă маррине çар комиссариатӗнче мар, тӗрӗслев срокӗ вăхăтӗнче палăртаççӗ. Çавăнпа контрактра тӗрӗслев срокӗ те пур. Çапла майпа пилотсăр системăсемпе ӗçлеме пултараяканнисене кăна суйласа илеççӗ унта.
Андрей Козлов ку салтаксене çарăн ытти подразделенийӗсене куçарманни çине уйрăммăн пусăм турӗ.
Паллă ӗнтӗ, ӗç укçи те юлашки вырăнта мар. Çар çыннисене танк, броняллă машинăсене, самолет-вертолетсене, ытти çар техникине аркатнăшăн 5 – 500 пиншер (цель мӗнлине кура) тенкӗ тӳлеççӗ. Пилотсăр системăсемпе ăста ӗçлекен операторсем фронтăн пӗрремӗш линийӗнче тăмасăрах çак цельсене аркатаяççӗ, апла çак хушма тӳлеве вӗсем те илме пултараççӗ.
Пилотсăр системăсен çарне контрактпа службăна кайма кăмăл пуррисен вырăнти çар комиссариатне е Хусанти Воровский урамӗнчи «Батыр» пункта е çар комиссариатне килмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев