Çӗнӗ хыпарсем

«Пирӗн кил – Тутарстан» этнофестивалӗн зонăри тапхăрӗсем пуçланнă

Ăна Культура министерстви, Халăхсен ассамблейи тата Халăхсен Туслăх Çурчӗ йӗркелесе ирттереççӗ.

Зональный этап фестиваля в Арске

Пирвайхи фестивальсем октябрӗн 3-мӗшӗнче Нурлатра, 7-мӗшӗнче Арскра иртнӗ те ӗнтӗ. Ыран, октябрӗн 8-мӗшӗнче, Пăвара пулать.

Малалла зонăри тапхăрсем октябрӗн 9-мӗшӗнче Хусанта, 17-мӗшӗнче – Менделеевскра, 19-мӗшӗнче – Сарманра, 20-мӗшӗнче Лениногорскра пулаççӗ. Çӗнтерӳçӗсем Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн – ноябрӗн 3-мӗшӗнче – Хусанта иртекен гала-концерта хутшăнӗç. Унта Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов та хутшăнать.


этнофестиваль

Нет комментариев