ПИТРАВ – ÇЫРЛА ÇИМЕЛЛИ УЯВ
Йăласене тӗплӗнрех пӗлме, малалла аталантарма май парать
Халăх уявӗсене ирттересси ялсенче ырă йăлана кӗнӗ. Çакă тăвансемпе, юлташсемпе, ял-йышпа тӗл пулма кăна мар, тăван ял, вырăнти уявсен йăлисене тӗплӗнрех пӗлме, малалла аталантарма май парать.
Июлӗн 12-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем Питрав праçникне паллă тăваççӗ. Ир-ирех чиркӗве кӗлле каяççӗ, унтан таврăнсан уяв сӗтелӗ тавра пуçтарăнаççӗ.
Хурăнвар Шăхалӗнчи библиотекăна çамрăк вулакансем пухăнчӗç. Вӗсем валли ятарласа Питрав çинчен пӗлме пулăшакан мероприяти хатӗрлерӗм: çак уявăн историйӗпе паллаштартăм, мӗншӗн ăна пулăçăсем питӗ хисеплени пирки каласа патăм.
Унтан ачасем тӗрлӗ конкурссене хастар хутшăнчӗç – тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупрӗç, вăлтапа «пулă тытрӗç», пулă тытассипе çыхăннă сăвăсемпе юрăсене аса илчӗç.
Питрав – çырла çимелли уяв, çавăнпа та çырлапа çыхăннă ăмăртусем те йӗркелерӗмӗр. Ачасем куçӗсене çыхса тытса пăхса вăл е ку çырла пулнине пӗлчӗç, çырлана тӗсне кура пӗлмелли конкурс та пулчӗ, çак темăпах пазлсем те пуçтартăмăр.
Паллах ӗнтӗ, пӗтӗм конкурса хамăрăн чăваш халăхӗн йăлисене тӗпе хурса ирттертӗмӗр. Çакă ачасене чăваш культурине тарăнрах ăша хывма пулăшасса чунтанах шанас килет.
Алевтина ТАРАСОВА,
Хурăнвар Шăхаль ялӗн
библиотекарӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев