Пӗлтӗр Тутарстанра эрех-сӑрапа 37 ача наркӑмӑшланнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗр Тутарстанра эрех-сӑрапа 37 ача наркӑмӑшланнӑ

2023 çулта республикăра алкоголь продукцийӗпе 548 çын наркăмăшланнă, вӗсенчен 213-шĕ сывă юлайман.

Кун пирки пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче Роспотребнадзорӑн Тутарстан Республикинчи управленийӗн ертӳçин çумӗ Юлия Булатова пĕлтернĕ.

— 2022 çулти пекех этанолпа наркӑмӑшланни ытларах палăрать. Ку пĕтĕмĕшлĕ тӗслӗхсен 59 проценчӗ. Ытти çулсемпе танлаштарсан спиртпа наркăмăшланнисен шучĕ ӳсни те сисӗнет, — палăртнă Юлия Булатова.

Çул çитмен ачасен хушшинче наркӑмӑшланнисен шучӗ те ӳснӗ. 2023 çулта эрех-сӑрапа 52-ĕн наркӑмӑшланнӑ, ку 2022-мӗш çултипе танлаштарсан 20 çын нумайрах. Ачасен хушшинче эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ 37 пулăма шута илнĕ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Алкоголь

Нет комментариев