Подрядчик сроксене пăхăнмасан çурт тума илнӗ ипотекăпа мӗн тумалла?
Банксем уйрăм çурт тума илнӗ ипотекăн условийӗсене пăхса тухма сӗннине Раççей банкӗ пӗлтерет. Подрядчик çурта вăхăтра туса пӗтереймесен, сроксене пăхăнмасан банк панă парăма заемщикăн реструктуризацилеме пулать.
Пурăнмалли çурт-йӗр туянма кредит илнӗ чух тунă договорсенче яланах çурт палăртнă куна хатӗр пулмасан ипотекăн процентне ӳстересси çинчен калани пур. Ку условие банксем хăйсене тăкаксенчен сыхлас тесе кӗртеççӗ.
Анчах айăп заемщикра мар, ӗçне вăхăтра пурнăçламан подрядчикра пулсан Раççей банкӗ договора пăхса тухма сӗнет. Кун пек чухне кредитăн процентне ӳстерме, тӳлевӗн срокӗсене улăштармалла, штраф тӳлеттермелле юрамасть. Çавăн пекех банксен кашни заемщикăн пурнăç условийӗсене шута илмелле, пурăнмалли урăх çурт-йӗр, тупăш тата çемйи пуррине пăхса тухмалла.
Хăрушлăха чакарас тесен, строительствăра эскроу схемипе ӗçлекен подрядчиксене суйламалла. Кун пек чухне куçарнă укçа хăрушсăрлăх шучӗ çине куçать, подрячиксем ăна çурта панă хыççăн кăна илеççӗ. Çурта вăхăтра туса пӗтереймесен укçа-тенкӗ заемщика каялла таврăнать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев