Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Право в объективе» конкурсра Нурлат ачисем çӗнтернӗ

Февралӗн 8-мӗшӗнче Нурлат район судӗнче «Право в объективе» конкурсра çӗнтернисене чысларӗç. Суд председателӗ Альбина Никитина конкурса хутшăннисене саламларӗ, хастарлăхшăн тав турӗ, вӗренӳре çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗ.

Нурлат район сучӗ право темипе иртекен тӗрлӗ конкурссене хутшăнакансене кашни çулах наградăлать. Нурлат хулинчи шкулсенче вӗренекенсем хастар хутшăнаççӗ тӗрлӗ ăмăртусене. Кăçал та ачасем ТР Суд департаменчӗн Управленийӗ, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тата Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗ пӗр-пӗрин хушшинче тунă килӗшӳ тăрăх «Правосудие от А до Я» проект шайӗнче ирттерекен «Право в объективе» конкурса хастар хутшăннă. Нурлатри Совет Союзӗн Геройӗ М.Е.Сергеев ячӗллӗ гимназире вӗренекен Анастасия Буланова «Мобилографи» номинацире 1-мӗш вырăн йышăннă. Ăна Альбина Валерьевна Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысларӗ. Конкурса хастар хутшăннă Айгуль Фатхуллина, Расим Самигулов, Камила Самигулова (Нурлатри 1 № вăтам шкул) тата Ксения Малярова (Нурлатри 2 № вăтам шкул) Тав хутне, çавăн пекех парнене тивӗçрӗç. Право темипе интересленекен ачасемшӗн председатель суд çуртӗнче ирттернӗ экскурси те интереслӗ пулчӗ. Мероприяти вӗçӗнче пурте пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. (Нурлат район сучӗн пресс-служби.Пресс-служба сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество