Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Православи календарӗ - 2021

Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни

Куçса пыракан праçниксем

Апрелӗн 25-мӗшӗ – Турă Иерусалима кӗнӗ кун – Кăчкă праçникӗ (Вербное Воскресенье).
Июнӗн 10-мӗшӗ – Мăнкун иртсен хӗрӗх кунтан Иисус Христос Елеон тăвӗ çинчен пӗлӗте хăпарни – Вознесени.
Июнӗн 20-мӗшӗ – виçипостаçлă Таса Турă кунӗ. Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв – Троица (Çимӗк).

Куçман праçниксем
Январӗн 7-мӗшӗ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни.
Февралӗн 15-мӗшӗ – Кӗтсе илме кайни, хирӗç тухса кӗтсе илни – Сретени.
Апрелӗн 7-мӗшӗ – Тасаран Таса Хӗре Ырă Хыпар пӗлтерни – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мӗшӗ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Августăн 28-мӗшӗ – Турă Амăшӗ леш тӗнчене канăçланса куçса кайни – Успени.
Сентябрӗн 21-мӗшӗ – Турă Амăшӗ çуралнă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗ – Хӗресе çӗклесе кăтартни – Воздвижени.
Декабрӗн 4-мӗшӗ – Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗве кӗртни – Введени.

Аслă праçниксем
Январӗн 14-мӗшӗ – Турă ӳтне Моисей йăлипе кастарни – Обрезани.
Майăн 2-мӗшӗ – Христос чӗрӗлнӗ Аслă кун – Мăнкун.
Июлӗн 7-мӗшӗ – Иоанн Креститель çуралнă кун, ырлăх илес умӗн килекен кун.
Июлӗн 12-мӗшӗ – Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çырла çимелли кун – Питрав.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Октябрӗн 14-мӗшӗ – Таса Турă Амăшӗн Çивитти хӳтти кунӗ – Пукрав.

Нумай кун​ тытмалли типӗсем
Мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа майăн 1-мӗшӗччен – Аслă типӗ – Мăнкун типпи.
Июнӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗччен – Питрав типпи.
Августăн 14-27-мӗшӗсенче​ – Успени типпи (Сăпас типпи).
Ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 6-мӗшӗччен – Раштав типпи.

Пӗр кун тытмалли типӗсем
Январӗн 18-мӗшӗнче – Турă шыва кӗрес умӗнхи кун.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче – Воздвижени. Хӗресе çӗклесе кăтартнă кун.
Тата çаплах типӗсӗр эрнепе Çветке вăхăчӗсӗр пуçне çулталăк тăршшӗпе юнкунпа эрнекун.

Вилнисене​ асăнмалли кунсем
Февралӗн 7-мӗшӗнче – Христоса шаннăшăн хӗсӗрленӗ вăхăтра асап курнисене асăнмалли кун. Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.
Мартăн 6-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.
Мартăн 27-мӗшӗнче – Мăнкун типпин иккӗмӗш шăматкунӗ.
Апрелӗн 3-мӗшӗнче – Мăнкун типпин виççӗмӗш шăматкунӗ.
Апрелӗн 10-мӗшӗнче – Мăнкун типпин тăваттăмӗш шăматкунӗ.
Майăн 9-мӗшӗнче – Вăрçăра пуç хунисене асăнмалли кун.
Майăн 11-мӗшӗнче – Радоница – Ваттисен кунӗ.
Июнӗн 19-мӗшӗнче – Троица умӗнхи (Çимӗк) ваттисене асăнмалли​ кун.
Ноябрӗн 6-мӗшӗнче – Дмитриевски ваттисене асăнмалли кун.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев