Президента памалли ыйтусем нумай
Çӗнӗ хыпарсем

Президента памалли ыйтусем нумай

Владимир Путин 2022 ҫула чи пӗчӗк ӗҫ укҫин калӑпӑшне 13890 тенкӗ таран ӳстернӗ. Ҫакӑ ӑна ҫулсерен иртекен пресс конференцири ыйтусене хуравлама пулӑшӗ. Сӑмах май, Раҫҫей Президенчӗн пысӑк брифингӗ декабрӗн 23-мӗшӗнче Мускаври Манежра иртӗ. Унта хутшӑнакан журналистсен коронавирусран прививка тутарнисӗр пуҫне ПЦР-тест та иртмелле пулӗ. Ыйтусем ҫӗршыв пуҫлахӗ патне чӑнах та нумай. Пуҫлӑхсем ҫакнашкал ӗҫ укҫи е пенси ҫителӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн пенсионерсем ҫӳпӗ-ҫапӑ пухакан контейнерсенче чакаланаҫҫӗ?

Анчах та Путин вӗсенчен хӑрамасть. Кӑҫалхи телпулӑва оппозицири хыпар хатӗрӗсен представителӗсемсӗр пуҫне пире хирӗ  ҫӗршывсен журналисчӗсене те чӗннӗ.

 


Нет комментариев