Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳркелӗнче Поэзи кунӗ иртет

Июнь уйăхӗн 5-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче таврари çыравçăсем пуçтарăнса Сăвă уявӗ ирттереççӗ

Çак кун Юркка Иванӗн музейӗн картишӗнче ял библиотеки çумӗнче тухса тăракан «Тăхăрьял» альманахăн 19-мӗш кăларăмне презентацилеççӗ. Йăла тăрăх, пӳркелсем таврари ялсенчи чăваш, вырăс, тутар сăвăçисене йыхăрса сăвă уявӗ ирттереççӗ. Альманаха сăвă çыракансем çеç мар, калавçăсем те кӗнӗ. Акă мӗн çырать унăн редакторӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Анатолий Малышев журналăн умсăмахӗнче:

«Пурăнан пурнăçа чун хавхаланăвěпе йышăнакан çынсене ěмěр тăршшěпех пысăк çěнěлěхсем уçăлаççě, ěçри çитěнӳсем савăнтараççě, вěсенче çӳллě ăнтăлусем патне туртăнни, кăмăл-туйăм çěкленӳллěхě сисěнсе тăрать. Çав туйăмсем ачаранах аталанни паха. «Тăхăръял» альманах вăй çитнě таран çак ěçе туса пыма тăрăшать те ěнтě. Паян эпир унăн 19-мěш кăларăмне хăтлатпăр.

Сăвăсем çырассине хăйсен юратнă айккăнăвě тесе хисеплени çынсен ěçěсене пухасси çăмăл ěç мар, ку ěçре пире хăйсем сăвă-калав çыракансем, вěрентекенсем пулăшаççě. Пирěн альманах 30 çул хушшинче тěрлě çулхи çынсен юратнă вулавě пулни çех мар, унăн нумай нациллěхě те савăнтарать. Эпир хамăр тăрăхри тутар, вырăсла çыракансемпе пуянлантăмăр. (Л.Краснова, Д.Камалетдинова, Г.Гимадиева тата ыт.те). Çěнě кăларăм çěнě ятсемпе паллаштарать.

Кашни çыракан çын хăйнеевěрлěхě паха япала. Сăвăçă ěçне чăнлăх шыракан çын тарăхăвěпе танлаштарни- ӳстерсе калани мар. Хăйěн шыравěнче унăн тěнчекурăмě, пурнăç опычě, илнě пěлӳ, тавракурăмě ирěк панă таран çывхарать. Пурнăçра чăнлăха тупса илнě çын хăйне ирěклěрех туять.

Хамăрăн альманахра ентешěмěрсен сăвви-юррисене пичетлени яланхи сăваплă ěç.»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев