Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкӑртстанри чӗлхесене аталантарма нумай укҫа уйӑраҫҫӗ

Патшалăх программи 2024 çулчччен тӑсӑлӗ

Пушкăртстан влаçĕсем патшалăх тата республикăра пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăвармалли тата аталантармалли программăна пурнăçа кĕртме  3,74 млрд тенкĕ уйăраççĕ.

Ҫакӑн ҫинчен кӳршӗ республикӑри "Урал сасси" хаҫат пӗлтерет.
Патшалăх программи 2019-2024 çулсене пырса тивет. Унта улшăнусем те пур. Вĕсене ПР правительстви йышăннă постановленинче курма пулать. Пĕлтерĕшлĕ документа республика премьер-министрĕ Андрей Назаров алă пусса çирĕплетнĕ.

Программăн тĕп тĕллевĕ патшалăх тата республикăра пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăварма, аталантарма условисем туса парасси пулса тăрать. Документпа килĕшÿллĕн патшалăх программи вырăс чĕлхине, гражданла пĕрпеклĕх никĕсĕ пулнă май, тĕрлĕ енлĕ аталанма, пушкăрт чĕлхипе калаçассипе çырассине анлăлатма, ăна респуплика тулашĕнче упраса хăварма тата аталантарма пулăшмалла. Çавăн пекех Пушкăртстанри халăхсен тăван чĕлхисене упраса хăварма, аталантарма майсем туса памалла. Вӗсен шутне, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхи те кӗрет.

"Укçа-тенкĕ ыйтăвне республика хăй çине илнĕ, çавăнпа та ăна Пушкăртстан хыснинчен уйăрĕç", – тесе ҫырать "Урал сассин" тӗп редакторӗ Юрий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев