Пушкӑртстан чӑвашӗсем ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ
Октябрӗн 23-мӗшӗнче Пушкăрстанри Çтерлĕ хулинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ
Ӑна пуҫарса яракансем, концерта йӗркелекенсем - Пушкăртстанри чăвашсен регионти пĕрлешĕвĕ (ертӳçи, сценарист - режиссерĕ Федор Кузьмин, мероприятийĕн тĕп администраторĕ Людмила Маркина), Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертÿçи Оксана Федорова), Çтерлĕ хулинчи чăвашсен культура пĕрлешĕвĕ (ертÿçи Ольга Иванова).
Патриотизмла концерта ирттерме пушкӑртстансене Чӑваш Республикин артисчӗсем пулӑшнӑ. Вӗсен хушшинче ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Маргарита Туринге, Чăваш Республикин патшалăх филармонийӗнчи "Çеçпĕл" эстрада ушкăнĕн солисчĕ Сергей Степанов, Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕн "Сĕнтĕр Ен" ентешлӗхӗн ертӳçи, паллӑ юрăç Андрей Кузнецов пулнӑ. Ҫавӑн пекех Пушкăртстанри чăваш, пушкăрт, вырăс пултарулӑх ушкăнĕсем, юрăçсем хутшăннӑ. Унсӑр пуҫне йӗркелекенсем Ҫтерлӗри "Юнармия"ҫарпа патриотизм пӗрлешӗвне кӗрекенсене тав тӑваҫҫӗ. Ҫак вунӑ ҫамрӑк патриотлӑ темӑпа концерта уҫнӑ.
Концерта хутшăннă Пушкăртстанри Авӑркас районĕнчи Ҫĕнъял -Новофедоровка ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк каччӑ Станислав Алексеев (сӑнӳкерчӗкре "Боевое Братство" ялав варринче) 5 уйăхран Донбасри нацистене хирĕç паттăр çапăçнă хыççăн октябрьте килне канăва таврӑннӑскер, ҫак концертра та хутшăнма вăхăт çитернĕ. Кĕçех, ноябрь уйăхĕнче татах чунĕ туртнипе каялла кайма шухăш тытни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл сцена ҫинчен, унти паянхи лару-тăру пирки кĕскен каласа панӑ.
Концерт вĕçленнĕ май "Нацизм иртмест!", "Фашизм иртмест!", "Эпир пĕрле!" - тесе тулли зал тăвăллăн алă çупнӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем концертра пухӑннӑ укҫана Донбаса хӳтӗлекенсен фондне куҫарса парӗҫ.
Федор Кузьмин. Автор ярса панӑ санӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев