Хутшăнакансем мартăн 16-мӗшӗччен регистрациленме пултараççӗ. Икӗ уйăх хушшинче, мартран апрельччен вӗсем конкурс сайтӗнчи дистанци тапхăрӗнчи заданисене пурнăçлӗç
РФ Президент Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко пӗлтернӗ тăрăх, «Раççей – пултарусен çӗршывӗ» платформăн никӗсӗнче пулас политиксемпе саккун кăларакансем валли çӗнӗ «Раççей лидерӗсем. Политика» конкурс тапраннă.
Çак конкурс обществопа политика ӗçӗпе аппаланас, влаç органӗсене суйланас текенсем валли тесе палăртнă Кириенко пресс-брифинг вăхăтӗнче.
«Раççей лидерӗсем» конкурспа танлаштарсан, конкурсантсене темиçе урăхла компетенципе хаклаççӗ – социаллă яваплăх тата социаллă ӗç багажӗ, çаксем хутшăнакансен пулмаллах.
«Хутшăнакансем мартăн 16-мӗшӗччен регистрациленме пултараççӗ. Икӗ уйăх хушшинче, мартран апрельччен вӗсем конкурс сайтӗнчи дистанци тапхăрӗнчи заданисене пурнăçлӗç», – тесе пӗлтернӗ автономилле коммерциллӗ мар «Раççей пултарусен çӗршвӗ» организацин генеральнăй директорӗ Алексей Комиссаров.
Конкурсра Владимир Путин Президент хушăвӗпе ирттереççӗ. Унта регистрациленме тата проектпа туллин паллашма политическиелидеры.рф сайтра пулать.
Нет комментариев