Раççей – АСЕАН саммит вăхăтӗнче Хусанта 6 пин полици ӗçченӗ йӗркелӗхе сыхланă
Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ эрнере республикăн тӗп хулинче пулнă саммитра йӗркелӗхе пăхса тăма Хусана ытти регионсенчен те полици ӗçченӗсем килнӗ.

«Хусан хулинче Раççей – АСЕАН партнерствин 35 çулхи юбилейне халалланă пиллӗкмӗш саммит вӗçленчӗ. Саммит иртекен вырăнсенче тата обществăлла вырăнсенче талăксерен шалти ӗçсен органӗсен 6 пин ытла сотрудникӗ служба тивӗçӗсене пурнăçларӗ.

Полици ӗçченӗсем Росгварди, уйрăм хурал организацийӗсен представителӗсемпе, право сыхлавне хутшăнакан обществăлла пӗрлешӳсен пайташӗсемпе пӗрле мероприятисенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтернӗ. Çавăн пекех вӗсем официаллă хăнасем çӳрекен маршрутсене тата трассăсене контрольте тытнă.

Полици ӗçченӗсем тăрăшса ӗçленине пула Раççей – АСЕАН пиллӗкмӗш саммитне ирттернӗ вăхăтра обществăлла йӗркене пăснă ăнсăртсем пулман, пур лартнă тӗллевсене те пурнăçланă», – тесе пӗлтернӗ Раççей Шалти ӗçсен министерствин официаллă представителӗ Ирина Волк.

Саммит вӑхӑтӗнче обществӑлла йӗркене сыхланă чи лайӑх сотрудниксене чысланӑ. Наградăсене Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ГУОООП пуçлăхӗ, полицин генерал-лейтенанчӗ Ленар Габдурахманов тата Тутарстан Республикин шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-лейтенанчӗ Дамир Сатретдинов панӑ. Пурӗ 50 ытла полицейскине наградӑсем панӑ, вӗсен хушшинче Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчен килнӗ пӗрлештернӗ отрячӗсен представителӗсем те пулнӑ.

Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев