Раççей кунӗ: Хусанта иртекен мероприятисем
Уяв программи яланхи пекех анлă та питӗ кăткăс. Раççей кунне халалланă уяв мероприятийӗсем Хусанта июнӗн 11-мӗшӗнче çӗршывăн çамрăк гражданӗсене паспорт панинчен, Крылья Советов тата Урицкий ячӗллӗ парксенче тата Авангард скверта иртекен концертсенчен пуçланаççӗ. Ку эрнере хулан обществăлла вырăнсенче триколор-лентăсем валеçеççӗ, республикăри ача-пăча лагерӗсенче Раççей кунне халалланă тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ.
Июнӗн 12-мӗшӗнче Хусан Кремльӗнче Тутарстан Республикинчи студентсен ӗç отрячӗсен çӗнӗ семестрӗ уçăлать, Кул Шариф мечеть патӗнче 11.00 сехетре «Созвездие-Йолдызлык» эстрада искусствин лауреачӗсемпе çӗнтерӳçисен пысăк концерчӗ пуçланать. Çак вăхăтрах Кремль территорийӗнче «Мозаика культур» халăхсен фестивалӗ иртет, кашни халăх хăйӗн юрри-кӗввипе паллаштарӗ унта. Вăл пуçланас умӗн майăн 1-мӗшӗ тӳрӗмре Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи йӗркеленӗ Туслăх Парачӗ пулать. Унта наци костюмӗсем тăхăннă çынсем хутшăнаççӗ.
Раççей кунне халалланă пысăк уяв концерчӗ 15.30 сехетре «Казань» çемье центрӗ патӗнче пулать. Тӳрӗмре тӗрлӗ площадкăсем ӗçлӗç: аквагрим, истори квесчӗсем, аниматорсем тата ача-пăча валли мини-аттракционсем, çавăн пекех мастер-классем те иртеççӗ. Хулан тата республикăн пултарулăх коллективӗсем, Раççей тата тутар эстрада çăлтăрӗсем, Республикăри патриотла юрăсен I конкурсӗн лауреачӗсем сцена çине тухаççӗ çак кун, вӗсем хушшинче ятарлă çар операцине хутшăнакансен арăмӗсен хорӗ, «Волга-Волга» тата «Добробат» ушкăнсем пулаççӗ.
Çавăн пекех патриотла композицисемпе сцена çине хула филармонийӗн солисчӗсем, Артур Исламов, наци гвардийӗн çарӗсен юрăпа ташă академи ансамблӗ те пулать тӳрӗмре. Çамрăксем валли ятарласа «Каспий», «Отпетые мошенники» тата «Марсель» ушкăнсене чӗннӗ.
Уяв кунӗ 22.00 сехетре йăлана кӗнӗ салютпа вӗçленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев