Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей кунӗпе саламлатпăр!

Çӗршыв тӗрекӗ унта пурăнакан халăхсен пӗршухăшлăхӗнчен килет

АЯККИНЧЕ АН ТĂР!

Паян-ыран ак çитӗ Çӗнтерӳ.

Эс ун çумне мӗнле çыпăçаятăн?

Вăрçа лекмерӗ ывăлу, кӗрӳ.

Эс инçетрен кăна пăхса тăратăн.

 

Кӳршӳ йăлтах фронта валли ӗçлет:

Укçа ярать вăл кирлине илмешкӗн,

Нуски çыхать, тумтир тавраш çӗлет…

Эс «ухмах мар» çак ушкăна кӗмешкӗн.

 

«Правительство йăлтах-çке явапра,

Ку манăн вăрçă мар», – тесе калатăн.

Анчах тăрса юлаймăн аякра:

Тăшман çӗнсен пӗрле айне пулатăн.

 

Пӗрре çеç-и çӗнтернӗ вăрçăра?

Манми кунсем пур пирӗн асăнмалăх.

Пуçтарăнса пӗр çирӗп чăмăра

Паян каллех пӗрле тăрар – пур халăх!

 

Антонида САУШКИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев