Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре льготăпа ипотека илме тата 500 миллиард уйăрнă

Укçа-тенкӗне пурăнмалли хваттер е çурт туяннă чухне льгота программисемпе усă курма уйăраççӗ. Раççей Правительствин хушăвӗнчен паллă пулнă тăрăх сӑмах çемье, Инçет Хӗвелтухӑçăн тата льгота ипотекисем пирки пырать.

Документра резерв фондӗнчен çемье ипотекине илме 142 миллиард тенкӗ ярассине палӑртнӑ. Унпа усă курса Раççейри ачаллӑ çемьесем унчченхи пекех 6% ставкӑпа кредит илсе çурт-йӗр туянма пултараççӗ.

Инçет Хӗвелтухӑç тата арктика ипотеки валли 35,1 миллиард тенкӗ субсиди уйӑрӗç. Аса илтеретпӗр, ку программӑпа ипотекӑна 2% ставкӑпа илме пулать.
269,8 миллиард тенкине «Льгота ипотекипе» малларах илнӗ кредитсене субсидилеме пама палӑртнӑ.

Хушура Тӗпбанкӑн тӗп ставки ӳснипе укçа-тенке хушса панине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 13-мӗшӗнчен Раççей Банкӗ ӑна 19 процент таран çӗкленӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Ипотека