Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри чи лайăх вузсен рейтингне Тутарстанри вӗренӳ заведенийӗсем те кӗнӗ

2022 çулта Раççейри чи лайăх вузсен шутне hh.ru версийӗпе (ӗç шыракансен сервисӗ) республикăри 12 вӗрентӳ заведенийӗ кӗнӗ

Тутарстанрисенчен чи çӳллӗ вырăна – улттăмӗшне – Хусан федераллă универитечӗ йышăннă. Çавăн пекех рейтинга Хусан наци тӗпчев технологи университечӗ, КНИТУ-КАИ, Хусан патшалăх энергетика университечӗ, «ТИСБИ» управлени университечӗ, Хусан патшалăх аграри университечӗ, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗ, Хусан патшалăх культура институчӗ, Хусан патшалăх архитектурăпа сторительство университечӗ, Элметри патшалăх нефть институчӗ, Хусан патшалăх ветеринари медицинин академийӗ кӗнӗ. Рейтинга кӗнӗ вузсене пилӗк параметр тăрăх суйланă, çав шутра вузăн регионри чапӗ тата ӗçпе тивӗçтерекенсене вузран вӗренсе тухакансен кирлӗлӗхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев