Раççей Чăваш пикипе калаçнинчен
Тӗрев ушкăнӗсӗр кун пек конкурсра çӗнтерме йывăр
Пӗлтӗр декабрӗн пуçламăшӗнче Шупашкарта «Раççей Чăваш пики-2019» илемпе пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Ăна Чăваш Наци Конгресӗпе ЧР Культура министерстви ирттереççӗ. Çак конкурсра Каçал районӗнчи Çӗнӗ Мăрат ялӗн шкулӗнче 11 класра вӗренекен Татьяна Матросова çӗнтернӗ.
- Чи малтан Раççей Чăваш пикине Çӗнӗ çул ячӗпе саламлас килет!
- Питӗ пысăк тав! Сире те Çӗнӗ çул ячӗпе!
- Конкурсра юрласа çӗнтертӗр-и е ташласа, тен урăх талант кăтартса мала тухрăр?
- Эпӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çуллăхне халалланă сăвă каларăм. Çавă килӗшрӗ пулмалла жюри пайташӗсене.
- Татьяна Матросова – кокурсчен тата конкурс хыççăн – çав çыннах вăл е улшăннă? Юнашарти çынсем мӗн калаççӗ?
- Çыннисем мар, эпӗ хам та халӗ те ӗненсех пӗтерейместӗп Раççей Чăваш пики пулнине. Хамран нумайрах тăвансемпе ыттисем пăлханса савăнчӗç пулӗ.
- Ман шутпа вăл титул савăнăç кăна мар, пысăк яваплăх та: çынсемшӗн, уйрăмах ӳсекен хӗр пӗрчисемшӗн чӗрӗ тӗслӗх.
- Килӗшетӗп Сирӗнпе.
- Эсир малтан районти конкурсра çӗнтернӗ пулмалла, унта миçе çын хутшăнчӗ?
- Пирӗн Комсосольски районӗнче пӗлтӗр «Чăваш пики» мар, «Шкул пики» иртрӗ. Унта 13 хӗр хутшăнчӗ.
- Сирӗн Тукай ялăр пысăк-и, асфальт кӗрет-и унта?
- Маншăн хамăр ял пысăк та илемлӗ пек туйăнать, унта асфальт та кӗрет.
- Эсир Хусанта пулса курнă-и?
- Курнă. Музыка шкулӗнче вӗреннӗ чухне конкурса кайнăччӗ, чăвашла юрăпа.
- Музыка шкулӗнче мӗнле инструмента вӗрентӗр?
- Купăспа, фортепианопа, гитарапа калама вӗренме кăмăл пурччӗ, май пулмарӗ.
- Мӗншӗн? Райцентртан инçе пулнипе çӳреймерӗр-и?
- Çук. Эпир тухса кайсан кăна вӗрентме пуçларӗç çав.
- «Раççей Чăваш пикине» миçе кун хатӗрлентӗр е «Шкул пикинче» çӗнтерсенех тытăнтăр-и?
- Конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ, анчах та чылай вăхăт хушшиех мар. Мӗншӗн тесен манăн декабрӗн 4-мӗшӗнче сочинени çырса тӗп экзамена кӗмелли тапхăртан иртмеллеччӗ.
- Залра конкурсанта тӗрев паракан ушкăнран нумай килет-и, мӗнле шутлатăр?
- Питӗ нумай килет. Вӗсем манăн сахал марччӗ. Атте енчен те, анне енчен те чылай тăвансем килнӗ. Вӗсемсӗр пуçне манпа пӗрле вӗренекенсемпе вӗрентекенсем. Тӗрев ушкăнӗ алă çупса хавхалантрани мана сцена çинче хама тӗреклӗрех, хаваслăрах тытма пулăшрӗ.
- Шупашкарти конкурса хутшăннă хăш-пӗр пикесем пӗр-пӗринпе чăвашла калçаман тенине илтрӗмӗр. Эсир мӗнле ăнлантаратăр çакна?
- Мӗншӗн Чăваш Республикинче пурăнса чăвашла калаçмалла мар? Вӗсемпе калаçнă чух та хамăн çак шухăша каларăм. Пур çавăн пек çынсем, чăвашла питӗ лайăх пӗлеççӗ, анчах та ыттисем вырăсла пупленине курсан, калаçма вăтанаççӗ. Манăн та вырăсла перкелешни пулать, çапах та чăвашлах калаçатăп.
- «Раççей Чăваш пики» тата лайăхрах ирттӗр тесен, Сирӗн шутăрпа унта мӗн çӗннине кӗртмелле? Е çаплипех хăвармалла-и? Конкурсăн хăш тапхăрӗ Сирӗншӗн чи йывăрри пулчӗ?
- Конкурс пӗтӗмпе килӗшрӗ, анчах, ман шутпа, ыйтусене кăшт çеç çăмăллатмалла. Пӗтӗмӗшле илсен маншăн чи йывăр тапхăрсемех çукччӗ.
- Илемпе пултарулăх конкурсӗнче чăвашсем ыталарах пултарулăх çине акцент тăваççӗ тенипе килӗшетри? Сцена çине купальникпе тухмалли тапхăр пулнă пулсан, хутшăннă пултăттăр-и?
- Пӗрремӗшӗпе килӗшетӗп. Иккӗмӗшӗ провокацилле ыйту, çапах эпӗ тухнă пулăттăм пулӗ.
- Çак конкурсра Эсир жюри председателӗн вырăнӗнче ларнă пулсан, 2 тата 3-мӗш вырăнсене çаплах уйăрнă пулăттăр-и?
- Кăна вара калама пултараймастăп. Кашни хӗр пултаруллă, маттур, хастар. Вӗсене малашне те ăнăçу сунатăп.
- Кам пулма ӗмӗтленет «Раççей чăваш пики-2019»?
- Эпӗ малтан кӗçӗн классен учительне вӗренсе тухасшăн, кайран пурнăçа театрпа çыхăнтарма кăмăл пур.
- Юрать, ăнăçу сунатпăр Сире!
- Тавтапуç!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев