Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫейре октябрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен «Пӗтӗм Раҫҫейри ырлӑх эрнелӗхӗ» акци иртет

Ҫак акци пынӑ хушӑра Тутарстанра добровольчествăна аталантаракан тӗрлӗрен ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсем иртӗҫ. Ҫак акцие пирӗн республикӑри 45 район хутшӑннӑ.

"Кӗрхи ырлӑх эрнелӗхӗ" пирӗн республикӑра ӗнтӗ йӑлана кӗнӗ пулӑма ҫаврӑнчӗ, кашни ҫулах унӑн масштабӗсем ӳссе пыраҫҫӗ. 2022 ҫулта акци ВКонтакте социаллӑ сетьри "Другое дело" платформӑпа пӗрле иртет. Унта хутшӑнакан икӗ ҫынран тӑракан командӑсем ырӑ ӗҫсемшӗн баллсем илме, унтан вӗсене бонуссемпе улӑштарма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ ачасемпе ҫамрӑксене, аслӑ ҫынсене добровольчествӑна кӗрӗшме хавхалантармалла», – тесе палӑртнӑ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Алла Кондратьева.
"Кӗрхи ырлӑх эрнелӗхӗ" - ҫӗршыври ырӑ ӗҫсен эстафети, ҫынсене ыркӑмӑллӑх ӗҫӗ-хӗлӗ патне явӑҫтармалли меслет. 2022 ҫулта акци ытларах экологи, социаллӑ пулӑшу, патриотизмла воспитани, культура сферинчи волонтерство, туризмри волонтерство енӗсемпе иртет. Кашни муниципалитетра волонтерсен лидерӗсем пур. Вӗсем хыҫҫӑн кайса ырӑ ӗҫсем тӑвас килет. Мероприяти мӗнлерех пурнӑҫланнине кура "Тутарстан Республикинчи Добровольчествăн информаципе ресурс центрӗн" ӗҫченӗсем ыркӑмӑллӑх енӗпе чи хастар ӗҫлекен муниципалитетсене ҫитсе активлӑ ҫынсене палӑртӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев