Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Районти сайра мероприяти «Уяв» хутшăнмасăр иртет

Январӗн 20-мӗшӗнче Пăвара районти Культура çурчӗ çумӗнче «Уяв» халăх ансамбльӗ йӗркеленнӗренпе 10 çул çитнине паллă тăваççӗ.

Çак фольклор ушкăнӗн уйрăмлăхӗ пур – вăл районти чăваш ялӗсенчи Культура çурчӗсенче ӗçлекенсенчен тăрать. Районти сайра мероприяти «Уяв» хутшăнмасăр иртет. Паянхи куна коллективра 13 çын, вӗсене Вадим Андреев ертсе пырать.

Ансамблӗн репертуарӗ хăйне евӗрлӗ. «Уяв» вырăнти фольклор юррисене те юрлать, Чăваш Республикинчисене те. Профессионаллă хатӗрленӳ, сцена костюмӗсем тӗлӗшӗнчен çамрăк фольклор ушкăнӗ районти чăваш коллективӗсенчен пуринчен те ирттерет пулмалла. Ахальтен мар ăна район тулашӗнчи чылай юрă-ташă конкурсӗпе фестивальне хутшăнма яраççӗ. Пӗлтӗр Сиктӗрме ялӗнчи Уявра иртнӗ «Юрла чăвашла» конкурсра Пăва районӗнчи «Уяв» виççӗмӗш вырăн йышăннă.

Юбилей каçне чылай фольклор ушкăнне чӗннӗ, концерт пысăк пулать. Пăвари Культурăна аталантаракан центра 18:00 сехетре пуçланакан уяв каçӗнче паллă юрăçсенчен Светлана Яковлева пулать тесе кăтартнă афишăра.

Вадим Андреев сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев