Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Расул Гамзатовăн сăввисем Ленинград облаçӗнче чăвашла янăранă

Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче Дагестан халăх поэчӗ Расул Гамзатов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа музыка каçӗ иртнӗ. Çакăн пирки «Сувар» хаçата Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Анатольевич Гаврилов пӗлтерчӗ.

Мероприятие паллă поэтăн ентешӗсем, обществăпа театр деятелӗсем, çыравçăсем, ӳнерçӗсемпе ăсчахсем йышлă пуçтарăннă. Вӗсем хушшинче Расул Гамзатова хăйне лайăх пӗлекенсем те йышлă пулнă.

Дагестан поэтне халалланă мероприятие Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов та хутшăннă. Вăл Расул Гамзатовăн Валерий Туркай чăвашла куçарнă сăввисене вуласа панă. Дагестан поэчӗ çуралнăранпа 100 çул çитнӗ тӗле Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай Расул Гамзатовăн чăвашла куçарнă сăввисен кӗнекине тепӗр хут кăларнă. Шăпах çав кӗнекене Валериан Гаврилов мероприятире Санкт-Петербургри дагестанецсен представительне Магомед Омаракаева парнеленӗ.

В.Гаврилов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев