Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра талăкне вăтамран 5-7 çын çухалать

Çын çухални çинчен заявление полици виçӗ талăкран кăна йышăнать тени вăл кинори халап. Çук ун пек закон Раççейре.

Çын йӗп мар, çухалмасть тетпӗр пулсан та, полици, МЧС тата волонтерсен ӗçӗ пӗрре те чакмасть. Мӗншӗн тесен республикăра талăкне вăтамран 5-7 çын çухални çинчен полицие хыпар килет. Чылайăшӗ тăванӗсемпе калаçас килменнипе хăй çинчен сас-хура памасть иккен. Апла-и, капла-и, çын çухалнă-тăк, ăна тупмаллах.

ТР ШӖМӗнче паян иртнӗ брифинга шăпах çак темăна халалланăччӗ. Уголовнăй шырав управленийӗн çынсене шырас ӗçе координацилекен уйрăмӗн ертӳçин çумӗ А. Юсупов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна полицие 2066 çын çухални пирки хыпарланă. 1903-шне 10 талăк хушшинчех тупнă. 163-шӗ ăçта пулни вара паянхи кунччен те паллă мар, шыраççӗ. Акă мӗншӗн çын çухалчӗ пулсан çийӗнчех полицие, экстренлă службăсене е волонтерсен пӗрлешӗвне пӗлтермелле. Кун пек чух кашни çеккунт шутра, шырав ӗçӗ мӗн чухлӗ хăвăртрах пуçланать, çынна чӗрӗ-сывă тупас шанăç çавăн чухлӗ пысăкрах. Ан манăр, кун пек чух виçӗ талăкран кăна полици заявление йышăнать тени вăл кинори халап. Çук ун пек закон Раççейре.

Чи хăрушши кунта – ачасем çухални. Кăçал 7 уйăхра çул çитмен 182 ача (ытларах 15-18 çултисем) çухални çинчен полицие пӗлтернӗ. Вӗсенчен 125-шӗ çемьесенчен тарнă, 57-шӗ патшалăх учрежденийӗсенчен. Ытларах хӗрачасем çухалаççӗ иккен. Ачасем килтен тарнин сăлтавӗ кунта тӗрлӗрен (сăмах май, нумайăшӗ йӗркеллӗ çемьесенченех): ашшӗ-амăшӗпе пӗр чӗлхе тупаймаççӗ е пӗр-пӗр япала илсе памасан йăлăнтараççӗ, е çирӗп ыйтакан ашшӗ-амăшӗн шанăçне тӳрре кăлараймасан хăраççӗ. Ача çурчӗсемпе приютсенчен тараканнисем ашшӗ-амăшӗшӗн, тăванӗсемшӗн тунсăхлаççӗ. Тепӗр чух пӗр çултисемпе конфликт, телейлӗ е телейсӗр юрату та ирӗклӗ пурнăçа туртать иккен. Спикерсен сăмахӗпе, пуçа çухатса юратса пăрахнă хӗрсем ашшӗ-амăшне пӗлтермесӗр савнипе тухса кайнă тӗслӗхсем те нумай. Таркăн ачасен тепӗр категорине хăйсене полици хăвалани килӗшет иккен. Кун пеккисем пӗтӗмпе 133 ача республикăра. Вӗсенчен пӗри, тӗслӗхрен, кăçал кăна 16 хутчен (!) тарнă.

Статистикăран курăннă тăрăх, çухалнă ачасене, тӗпрен илсен,  3-4 кунрах тупаççӗ. Хăшӗ-пӗри тăванӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче çӗр каçнă хыççăн хăйсемех киле таврăнаççӗ. Паллă ӗнтӗ, ача пӗр хутчен çакăн пек хăтлансан та çул çитменнисемпе ӗçлекен инспекцин тимлӗхне лекет. Инспекторсем кун пек ачапа ӗçлесе ăна килтен тарма мӗн хистенине палăртаççӗ. Шел пулин те, килсӗр-çуртсăр çапкаланса çӳрес туртăмпа çуралакансем те пур иккен.

Юлашки 10 çулта çул çитмен ачасем çухалнă 6156 хыпар полицие килнӗ. Шел, урамра пӗччен юлнă ачапа темӗн те пулма пултарать. Çак шутран 20-шӗ те акă, инкеке лекнӗ, 3-шне асаплантарса вӗлернӗ.

Шел те, Хусан çывăхӗнчи Юдино поселокӗнче 2010 çулта çухалнă ачана паянхи кун та тупайман. (Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМ пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия