Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра тата 10 кун шăрăх пулать-ха

Çитес эрнере сывлăш температури нормăран 4-5 градус шăрăхрах пулать. Эрне вӗçӗнче +32 градуса çитет.

Хусанти федераллă университетăн метеорологӗ Юрий Переведенцев пӗлтернӗ тăрăх, çитес эрнере сывлăш температури нормăран 4-5 градус ытларах та пулать, çумăр çумасть. Çакă регионта антициклон хуçаланнипе çыхăннă. Эрне вӗçӗнче +32 градус таранах шăрăх пулать. Климат нормипе вара августра çанталăк кăшт сулхăнланма тытăнса вăтамран +19 градус кăна юлмалла, анчах кăçал апла пуласса кӗтмелли çук, шăрăх çанталăк августăн 8-мӗшӗчченех тăма шантарать. Çавна кура вăрмансенче пушар хăрушлăхӗ тата ӳсет, типӗ çанталăка пула ял хуçалăхӗ те сиен тӳсет. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода