Республикăри хуласемпе ялсенче «Астăвăм çурти» акци иртрӗ
Паян Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 85 çул çитрӗ. Шăпах çак кун, 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, фашистла Германи Совет Союзӗ çине тапăнса кӗнӗ. 1418 куна тăсăлнă вăрçăра çӗршывăмăр 27 миллион çыннине çухатнă...

Çак асăну кунне халалласа ӗнер ытти çӗрти пекех Тутарстанри ялсемпе хуласенче те «Астăвăм çурти» акци иртрӗ. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче ку акци паттăрсене халалласа лартнă палăк умӗнче пулчӗ.

Мероприятие Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, ялти Пенсионерсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă паттăрсен амăшӗсем, Культура çурчӗн ӗçченӗсем, çамрăксем хутшăнчӗç.

Геннадий Карсаков хăйӗн сăмахӗнче 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ хурлăхлă кун пулни, 4 çула тăсăлнă хаяр вăрçă нумай çыннăн пурнăçне татни пирки каларӗ. «Раççейре çак кун Астăвăмпа хурлану кунне паллă тăватпăр, нацистсемпе хăйсене шеллемесӗр кӗрешнӗ асатте-кукаçисене, çӗнтерӳшӗн ырми-канми тăрăшнă тыл ӗçченӗсене асăнатпăр. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 400-е яхăн çын кайнă, çурри каялла таврăнайман...» – терӗ Геннадий Николаевич хăй сăмахӗнче.

Унтан пухăннисем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене 1 минут шăп тăрса асăнчӗç, палăк умне чечексем хучӗç, çутнă çуртасем лартрӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев