РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин хамăрăн авиакомпозитсем импорта ылмаштарма пулăшнине палăртнă
Вӗсене Тутарстанра туса кăларнипе Раççей авиаци отраслӗ санкцисене хирӗç тăраять. МС-21 самолет валли çунат туса кăларнине лайăх тӗслӗх теме пулать.
«Пирӗн промышленность çунатсен производствине алла илчӗ, пӗлтӗрхи декабрь уйăхӗнче хамăр патра тунă композит çунатлă лайнер тӳпене çӗкленчӗ. Икӗ-виçӗ çулта авиапром çак машинăн узелӗсемпе агрегачӗсен импортне йăлтах ылмаштарса пӗтерме палăртать», - тесе пӗлтернӗ Правительство пуçлăхӗ.
Раççейри МС-21 самолета «Иркут» компани туса кăларать. Ун валли çунатсене «АэроКомпозит-Ульяновск» туса хатӗрлет. Вăл инфузиори технологийӗпе композитсенчен авиадеталь тăвакан çӗршыври пӗртен-пӗр завод. Хăй композичӗсене «Алабуга-Волокно» завод туса кăларать, ăна «Росатом» патшалăх корпорацийӗ Тутарстанри «Алабуга» уйрăм экономика зонинче тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев